Вернуться назад Печать с сайта DetkiSait.Ru

Пирен анне

Анне, эсӗ ир тӑран,

Ир тӑран та ӗҫ тытан.

Анне, эсӗ ир тӑран,

Ир тӑран та ӗҫ тытан.

Пахчара йӑран ҫумлан,

Апатне лартса яран,

Васкаса ӗне сӑван,

Кӗтӗвне те хӑвалан.

Ля-ля-ля-ля...

Ытарми хитре анне,

Ывӑнми ӗҫчен анне,

Ытарми хитре анне,

Ывӑнми ӗҫчен анне,

Ҫӗнӗ кунӑн ыйхине

Эс сиретӗн пулмалла,

Шуҫӑмне те хӗвелне

Эс чӗнетӗн пулмалла.

Ля-ля-ля-ля...