Вернуться назад Печать с сайта DetkiSait.Ru

Урокра

Шăнкăрав сас пачĕ, урока чĕнсе

Пĕтĕм класс шăпланчĕ, парта хушшинче

Ак кĕрет учитель, савăк сăнпала

Кăмăллă вăл питĕ пирĕнпе ялан.


2. Калаçать вăраххăн, ăс хулен парать

Ун кашни сăмахĕ, шухăша ярать

Вулама пĕлетпĕр, шутлама çырма

Пурте вĕренетпĕр, тăрăшса куллен.


3.Шăнкăрав сас пачĕ, урока чĕнсе

Пĕтĕм класс шăпланчĕ, парта хушшинче

Ак кĕрет учитель, савăк сăнпала

Кăмăллă вăл питĕ пирĕнпе ялан.